Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки эпир сире маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутланӑ.
Хальхи вӑхӑтра аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пырать, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнӑ. Пурӗ вӗсене 50 пин кирлӗ. Паянхи кун тӗлне ҫуррине пухнӑ та ӗнтӗ. «Планета» краудфандинг сайтӗнчи информаци тӑрӑх ҫынсем 300 тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран укҫа хывайраҫҫӗ. 300–600 тенкӗпе пулӑшсан «Армир» поэмӑн сасӑллӑ версин электронлӑ вариантне ярса пама пулать, 5000 ытла хывсан — Михаил Ефремов алӑ пуснӑ диск ҫитерсе парӗҫ. 10 пин паракансен ячӗсене вара сасӑпа пӗлтерӗҫ.
«Нарспин» аудиоверсийӗ икӗ чӗлхепе пулмалла — вырӑсла тата чӑвашла. Вырӑсла варианта Михаил Ефремов вулать. Вӑл Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пулать.
Сӑмах май «Нарспи» поэмӑн аудиоверсие хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗччӗ.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗ литература ӗҫченӗсемпе пуян. Унта Алексей Воробьев, Виктор Туринке, Вениамин Сорокин, Михаил Васильев, Владимир Толстов, Николай Аршуткин, Владимир Москвин ҫуралса ӳснӗ.
Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа Мӑн Явӑшри клубра литература деятелӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Уяв каҫӗ К.Ивановӑн «Нарспи» поэмине тата «Тӑлӑх арӑм» сӑввине вуланинчен пуҫланнӑ.
Культура ӗҫченӗсем кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна «Пирӗн ялти ҫыравҫӑсемпе поэтсем» ят панӑ. Вениамин Сорокин «Шуҫӑм сӑввисем» кӗнекине хӑтланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Эльвира Петрова Виктор Туринкен сӑввисене тишкернӗ. Клуб директорӗ Светлана Дергачева Алексей Воробьевӑн сӑввисене вуланӑ.
Ҫав хушӑрах культура ӗҫченӗсем чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене юрланӑ. Тӗлпулу шӑпах панулми сӑпасӗнче пулнӑран мӑнявӑшсем пуян сӗтел хатӗрленӗ. Тӗлпулу чей ӗҫсе кӑмӑллӑ калаҫнипе вӗҫленнӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ сезона Оперӑпа балет театрӗнчен кӑшт каярах уҫӗ. Театр куракансене зала авӑнӑн 23-мӗшӗнче пухӗ.
Кӑҫал драма театрӗ 98-мӗш сезонне Иоаким Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» («Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун») спектаклӗпе уҫӗ.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче театр труппи пухӑннӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов коллектива тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш драма театрӗ республикӑра иртекен паллӑ пулӑмсене хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Кӗҫех театрсем сезон уҫса халӑха савӑнтарма тытӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезон уҫасси инҫех мар.
Театр чи малтан сцена ҫине «Нарспи» опера кӑларӗ. Труппа отпускран тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ ҫӗнӗ постановкӑсене хатӗрленет.
Илемлӗх ертӳҫи Ольга Нестерова каланӑ тӑрӑх, сезонра репертуар пуян пулӗ. Халӗ ав Даницеттин «Любовный напиток» оперине хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку таранччен ку опера унти сцена ҫинче янӑраман. Постановкӑна чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче курма май пулӗ. Унпа пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне уҫӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫӗ. Хирпӳн «Нарспи» оперине Чӑваш Енри К.Иванов ҫулталӑкне халалласа лартӗҫ. Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗ уявра савӑннӑ. Мероприяти футбол турнирӗнчен пуҫланнӑ. Маларах мамликассисем урамсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Ҫӗрпӳ хулин мэрӗ Дмитрий Васильев, район архетекторӗ Алевтина Горшкова хутшӑннӑ. Мамликассисем чӑвашсен йӑлине тӗпе хурса хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вулавӑш Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе литература монтажӗ хатӗрленӗ. Нарспипе Сетнер витресене ҫветтуй шыв тултарса пурне те ӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнсан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. «Шуҫӑм» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (12)
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 сул ҫитрӗ. Вӑл историе поэт, драматург, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист пек кӗнӗ. Классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халӗ те юратса вулаҫҫӗ. Аслисем ачасене ун пирки нумай каласа кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май чылай мероприяти ирттереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрнери «Непоседы» сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑха ҫӳрекенсемпе Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхне экскурс ирттернӗ. Вӗсем «Нарспи» поэма авторӗн тӑван тӑрӑхӗнче» хӑтлав кӑтартнӑ.
Ачасем Константин Ивановӑн йӑхӗ, Слакпуҫ ялӗ пирки, Константин Иванов пултарулӑхӗн ҫинчен нумай пӗлнӗ. Вӗсем «Нарспин» поэмине вуланӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ.
Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ.
Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ.
Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ.
Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Сӑнсем (17)
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗ те Акатуйра савӑннӑ. Ӑна вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей кунне халалланӑ. Уяв Елчӗкри «Ырсамай» паркӗнче кӗрленӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Акатуйра районти кашни ял тӑрӑхӗ хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, илемлетсе капӑрлатнӑ. Кашни кӗтес хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, шӑрттанпа хуплу тутанса пӑхма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗ хӑйсен уйрӑмлӑхне, мӗнпе чапа тухнине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Акатуйра тӗрлӗ мероприятисем пулнӑ: «Вула, Елчӗк ен!», «Кӗнеке урлӑ халӑхсен килӗшӗвӗ патне» курав, «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» литература хӑна кӗтесӗ, «Елчӗк районӗн литература картти» тата ыттисем.
Уяв, паллах, тивӗҫлисене чысланисӗр, тӗрлӗ тӳре-шара тухса сӑмах каланисӗр, чаплӑ концертсӑр иртмен. Елчӗк районӗн официаллӑ сайчӗ Акатуй вӗтти-ваттине те кӑмӑла кайни пирки пӗлтерет.
Сӑнсем: 1 пай (57), 2 пай (28), 3 пай (74), 4 пай (53), 5 пай (83), 6 пай (31)
Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Нарспи» аудиокӗнеке кӑларӗҫ. Чӑваш поэмине вырӑсла вуласа ҫыртармашкӑн Михаил Ефремов актера тата режиссера чӗннӗ.
Михаил Ефремов — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ачи. Паллах, ҫакӑ ӑна Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарать. Аудиоспектакль хатӗрленӗ чухне актерсене фильм валли пекех тӗплен суйлаҫҫӗ. «Нарспие» вулама Хабенские, Безрукова чӗнесшӗн пулнӑ. Анчах Ефремов ҫинче чарӑннӑ.
Аудиокӗнекене Мускавра ҫыртарӗҫ. «Тӗнче литературин архивӗ» издательствин ертӳҫи Виталий Баев каланӑ тӑрӑх, Михаил Ефремова пирӗн республика ентешӗ тата юратнӑ актер пулнӑран суйланӑ.
Михаил Ефремов поэмӑна пӗр чарӑнмасӑр вулать. Хӑш чухне ҫеҫ хӑш-пӗр япала пирки ыйтма чарӑнать. Унран наци пирки ыйтнӑ чухне вӑл хӑйӗн пирки чӑваш тесе пӗлтерет-мӗн. Вӑл поэмӑна ача чухнех вуланӑ. Ӑна вырӑсла наци колоритне хӑварса куҫарнӑшӑн савӑнать.
Ҫӗнӗ аудиокӗнеке кӗҫех ҫынсен аллине лекӗ. Ӑна чӑвашла та ҫыртарӗҫ.
Пӗлме: «Нарспие» вырӑсла пирӗн портал та вырӑсла вуласа. Алатар ятлӑ сайтҫӑн пултарулӑхӗпе тӗнче тетелӗнче шыраса тупса паллашма пултаратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |